Телей — Асап

 

4536Телей ҫине шаннипе тетел ҫыхӑнмасть.Телей — Асап
4537Телей ҫине шаннипе чуман лаша ан туян.Телей — Асап
4538Телей ҫичӗ тинӗс уттинчен те ҫавӑрнӑ тет.Телей — Асап
4539Телей ҫумӑр мар, пӗлӗтрен ҫумасть.Телей — Асап
4540Телей ҫунатлӑ теҫҫӗ.Телей — Асап
4542Телей ҫунатти ҫине пусма юрамасть, аманма пултарать.Телей — Асап
4541Телей ҫунатти ҫине пусма юрамасть.Телей — Асап
4543Телей ҫухалсан асап тупӑнать.Телей — Асап
4547Телей те тертсӗрех тупӑнмасть.Телей — Асап
4548Телей те тӗрлӗрен пулать.Телей — Асап
4544Телей телее шырать.Телей — Асап
4545Телей тени кайӑк мар, читлӗхе тытса хупаймӑн.Телей — Асап
4546Телей тенкӗ мар, енчӗке хума ҫук.Телей — Асап
4549Телей тӗлне выльӑх та ӗрчет.Телей — Асап
4550Телей тӗрки ҫул ҫинче выртса ҫӳремест.Телей — Асап
4551Телей тилӗ мар, ӑна пӑшалпа персе тытаймӑн.Телей — Асап
4552Телей тилӗ хӳри айӗнче.Телей — Асап
4553Телей тиха хӳри айӗнче.Телей — Асап
4555Телей Турӑ аллинче, пурнӑҫ патша аллинче.Телей — Асап
4554Телей Турӑ аллинче.Телей — Асап
4556Телей туя мар, алла тытма ҫук.Телей — Асап
4558Телей ӳмӳрлих мар, выгытпала пӗтсе каять.Телей — Асап
4557Телей хӗвелпе пӗрле ҫӳрет тет.Телей — Асап
4559Телей хӳри куян хӳринчен те кӗске тет.Телей — Асап
4561Телей хыҫранах ҫӳрет тет.Телей — Асап
4562Телей шыракан нумай, тупакан сахал.Телей — Асап
4563Телейӗн куҫӗ ҫук: чул ҫине те ларӗ, хул ҫине те ларӗ.Телей — Асап
4564Телейӗн хӳри кӗске, часах тытма ҫук.Телей — Асап
4565Телейӗн хӳри ҫук, часах тытаймӑн.Телей — Асап
4566Телейӗн хӳри юплӗ.Телей — Асап
4567Телейлӗ ача тухьяллӑ та кӗпеллӗ ҫуралать теҫҫӗ.Телей — Асап
4568Телейлӗ ҫын апат тӗлне пырса кӗрет теҫҫӗ.Телей — Асап
4569Телейлӗ ҫын пӗлӗт тупать.Телей — Асап
4570Телейлӗ ҫын пӗр ухӑпах ик тиле тытать.Телей — Асап
4571Телейлӗ ҫын ҫӑлтӑрӗ ялкӑшса ҫунать.Телей — Асап
4573Телейлӗ ҫын телейсӗре ӑнланмасть.Телей — Асап
4572Телейлӗ ҫын тетелсӗр те пулӑ тытать.Телей — Асап
4574Телейлӗ ҫын ӳксен те мул ҫине ӳкет.Телей — Асап
4575Телейлӗ ҫынна пур ҫӗрте те ырӑ.Телей — Асап
4576Телейлӗ ҫыннӑн мулӗ те кутӑн кӗрет.Телей — Асап
4577Телейлӗ ҫыннӑн тӑшманӗ вилет, телейсӗррин тӑванӗ вилет.Телей — Асап
4578Телейлӗ хӗрӗн хӗрлӗ сӑнӗ шуралмасть.Телей — Асап
4579Телейли калпаклӑ ҫуралать теҫҫӗ.Телей — Асап
4580Телейли утпа тет.Телей — Асап
4581Телейлин автанӗ те чӗпӗ кӑларать.Телей — Асап
4582Телейлин арӑмӗ вилет, телейсӗррин лаши вилет.Телей — Асап
4583Телейлин вӑкри те пӑру тунӑ тет.Телей — Асап
4584Телейлине телей параҫҫӗ, телейсӗре нуша параҫҫӗ.Телей — Асап
4585Телейлине Тур пулӑшать, телейсӗре мур пулӑшать.Телей — Асап
4586Телейлине хисеплеҫҫӗ, телейсӗре хӗрхенеҫҫӗ.Телей — Асап